Главная | Обратная связь | Поможем написать вашу работу!
МегаЛекции

Мана эс ытамна часрах илсем.




Эп юр пĕрчи пек шăппăн ирĕлем.

Эс ирĕк чуп тумашкăн ан ыйтсам,

Кăштах хăюллăрах пуласчĕ сан.

Клуба тухмастăн эсĕ каçсерен,

Пĕлместĕн уйрăлма кĕнекерен.

Самантлăха мансам пĕлÿ çинчен,

Нумай юлмарĕ вăхăт шуçăмччен.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 49

 

Лăпкă каç

 

Каччă юрлать

 

Шăратса юрату юррисем

Вăйăран таврăнаç çамрăксем.

Вăхăт халь килсене саланма,

Каччăн сарă хĕре ăсатма.

 

Припев.

 

Ах, автан, ан васка авăтма,

Çăмăл мар савнипе уйрăлма.

Тăхтасам эс кăштах, тăхтасам.

Манăн яш чĕреме ăнлансам.

 

Чун савни юнашар утнăçем

Çуралаççĕ таса ĕмĕтсем.

Таврара çурхи лăпкă каçсем,

Шел, ытла та кĕске çав вĕсем.

 

Припев.

 

Çăлтăрсем тÿпере сÿниччен,
Шурăм пуç çуталса киличчен

Чи ачаш та вĕри туйăма

Парнелесчĕ чипер тусăма.

 

Припев.

 

В. Раштав 50

 

Эс ăçта, Сетнерĕм?

 

Хĕр юрлать

 

Илĕртмест мана пуянлăх,

Ылтăн-кĕмĕл кирлĕ мар.

Пултăр ĕмĕр савăнмалăх

Савнă мăшăр юнашар.

 

Припев.

 

Эс ăçта-ши халь, Сетнерĕм?

Тунсăхлать Нарспи паян.

Пирĕн туслăх пулĕ çирĕп,

Аркатаймĕ Тăхтаман.

 

Каçсерен вăййа тухсассăн

Эп çÿретĕп йăл кулса.

Ма тесен сисет-çке чунăм

Санпала тĕл пуласса.

 

Припев.

 

Вăрласа мана кай, тусăм,

Урхамах çине лартса.

Чĕремре вăрат ыр туйăм,

Парнеле юратăвна.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 51

 

Çуркунне çитсен… (песня)

 

Хĕр юрлать

 

Çуркунне çитсессĕн таврана,

Сад пахчийĕ чĕрĕлнĕ чухне

Инçетрен эс килтĕн хăнана

Пирĕн пĕчĕк çеç чăваш ялне.

 

Припев.

 

Килтĕн те пăлхатрăн чунăма.

Мĕншĕн кăмăлларăм-ши сăнна?

Мĕншĕн ирĕк патăм ăсатма

Вăйă салансассăн эп сана?

 

Каçсерен хут купăс каласа

Эс юрлаттăн çепĕç юрăсем.

Куç илми пăхатчĕç юратса

Сан çине ялти хĕр ачасем.

 

Припев.

 

Эс вара çÿреттĕн манпалан,

Парнелеттĕн хÿхĕм чечексем.

Пĕр-пĕрне куçран савса пăхсан

Вăранатчĕç ырă туйăмсем.

 

Сисĕнмесĕр иртрĕ ăш çулла,

Пуçлансассăн ылтăн кĕркунне

Тусăм, эс çул тытрăн каялла

Амантса черченкĕ чĕрене.

 

Припев.

 

Эс кайсан пушанчĕ пĕтĕм кас,

Янрамасть хут купăс та текех.

Илĕртмест вăййа кĕрхи сив каç,

Эп килте ларатăп пĕчченех.

 

В. Раштав 52

 

Йытă çури (песня)

 

Хĕр е каччă юрлать

 

Пĕр пĕчĕк йыт çури таса уйра

Çÿрет пăхмасăрах сив çумăра.

Эй, анчăк,эс мĕн ятлă, каласам.

Килсем çумма, сана кăшт ăшăтам.

 

Припев.

 

Халь кам пире ăнланĕ санпалан

Йĕри-тавра тискерлĕх çеç пулсан.

Эс ан тинкер пит айăплăн мана,

Айвансене хĕрхенмĕ самана.

 

Халь кам пире ăнланĕ санпалан

Йĕри-тавра ултав кăна пулсан.

Эс ан тинкер пит мĕскĕннĕн мана,

Айвансене хĕрхенмĕ самана.

 

Шăпа тени кашнийĕн тĕрлĕрен,

Эс тăлăх та пĕччен çут тĕнчере.

Эппин, парар-и алă пĕр-пĕрне.

Икке пайлар-и çăкăр чĕллине.

 

Припев.

 

Ытла эс ан хурлан пĕрле чухне.

Ак, тупăнĕ сукмак телей патне.

Туятăн-и: эпир çак сивĕ каç

Пĕр шухăшлă, пĕр ĕмĕтлĕ пулас.

 

Припев.

 

В. Раштав 53

 

Анатăп Атăл хĕррине

 

Каччă юрлать

 

Анатăп Атăл хĕррине,

Чĕрем капланнă тунсăхпа.

Аса илетĕп савнине

Эп утнă майăн сукмакпа.

 

Припев.

 

Ах, анлă Атăлăм, паян

Мĕн-ма пит шавлăн хумханан.

Эс ĕмĕтри чипер хĕре,

Çук, тавăраймăн пур пĕрех.

 

Эп уйăх евĕр тăр-пĕччен,

Ăçта çÿрет-ши тусăм ман?

Ăна тÿлек ăш каçсенче

Кам ăсатать-ши вăйăран.

 

Припев.

 

Хумсем çапаççĕ çырана,

Сиплесшĕн чунăм суранне.

Эп çухатмасăр шанăçа

Шыратăп çул телей патне.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 54

 

Тăкăнать куççуль

Каччă юрлать

 

Ыткăнтăм ирех

Вĕçсĕр уй-хире,

Уçас терĕм шуçăм каррине.

Анчĕ те тĕтре,

Çĕтрĕм çул-йĕре,

Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

 

Припев.

Тытаймарăм пуль,

Тытаймарăм пуль

Ăнăç кайăкне эп хÿринчен.

Тăкăнать куççуль,

Тăкăнать куççуль

Шухăшланă май шăпам çинчен.

 

Утрăм кăнтăрла

Сĕм вăрман енне,

Татас терĕм шурă лантăшне.

Вĕрчĕ те сив çил

Шăнтрĕ чечеке,

Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

 

Припев.

 

Тухрăм каçхине

Вăйă картине,

Курас терĕм чунăм савнине.

Килчĕ те çич ют

Уйăрчĕ пире,

Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

 

Припев.

 

В. Раштав 55

Иçĕм пиçнĕ чух

 

Каччă юрлать

 

Савакан хĕре тĕл пулаймарăм

Каç пулсассăн вăйă картинче.

Каярах ăна эп асăрхарăм

Ăнсăртран теприн ытамĕнче.

 

Припев.

 

Çиçĕм çиçрĕ иçĕм пиçнĕ чух,

Ман пата, пикеçĕм, тек ан тух.

Çамрăк чунăмри вут-хĕлхеме

Ĕнтĕ шыв сапса çук сÿнтерме.

 

Аллăмра – шап-шурă кĕл чечекĕ,

Халĕ парнелес ăна кама?

Вăл ытарайми, ачаш, черченкĕ.

Кирлĕ марччĕ усăсăр татма.

 

Припев.

 

Аслăк тăррине хăпарнă уйăх,

Вăл та ман пекех пачах пĕччен.

Кĕçĕр чĕреме пусаймĕ тунсăх,

Эп унпа юмахлăп шуçăмччен.

 

Припев.

 

В. Раштав 56

 

Тем кĕтетпĕр эпир (песня)

 

Каччă юрлать

 

Те ăш çумăр ÿкет тÿперен,

Те куççуль сăрхăнать куçсенчен.

Шуçăм карнă кĕрен чаршавне,

Ман курасчĕ хĕвел тухнине.

 

Припев.

 

Кантăкран тинкерет çутă ир,

Çĕн кунран тем кĕтетпĕр эпир.

Мĕншĕн ĕмĕр пĕр тикĕс иртмест,

Мĕншĕн ĕмĕт чĕнсен те килмест?

Кантăкран тинкерет çутă ир,

Çĕн кунран тем кĕтетпĕр эпир.

Мĕншĕн шухăш пуçран татăлмасть,

Мĕншĕн пурнăç асапсăр пулмасть?

Те такам алăкран шак! шаккать,

Те чĕрем шутсăр хыттăн тапать.

Эп тăратăп çич çул юппинче,

Ман телейĕм çÿрет хăш енче?

 

Припев.

 

Те лăпкать варкăш çил питĕмрен,

Те эс вăрттăн мана сĕртĕнен.

Шел пулин те уçсан куçăма

Ăнланатăп: ку тĕлĕк кăна.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 57

 

Юр пике

 

Каччă юрлать

 

Хĕллехи ăш кунхине

Тухрăм эпĕ кил умне.

Ăсталарăм пикенсе

Кăпăшка юртан пике.

 

Вăл сасартăк ман çине

Кăн! тинкерчĕ витĕрех.

Эп унран вăтаннипе

Кĕç хĕрелтĕм нар пекех.

 

Припев.

 

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Чăн та, эс ачаш, хитре.

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Каласам: яту мĕнле?

Ытарми.Юр пикепе

Эп çÿрерĕм каçченех.

Сисеймен те çÿл тÿпе

Уйăхпа иленнине.

 

Çук, ямарĕ çĕрĕпех

Хĕр мана хăй çумĕнчен.

Вăл шикленчĕ, ахăртнех,

Тĕттĕм каç ытамĕнчен.

 

Припев.

 

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Ĕнтĕ эс мана ăнлан.

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Шăнтăм эп хытах паян.

 

Ман пата киле пыма

Тиврĕ хÿхĕм Юр пикен.

Вăл вара хăна пулма

Пач та хирĕç мар иккен.

 

Шел, тултан пÿрте кĕрсен

Йĕчĕ тусăм куççульпех.

Ун черчен кĕлеткинчен

Юлчĕ çут кÿлленчĕк çех.

 

Припев.

 

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Эс ăçта çухалтăн-ши?

Юр пикеçĕм, Юр пике,

Кăшт кăна тăхтаймăн-ши?

 

В. Раштав 58

 

Аннен çуралнă кунĕ (песня)

 

Каччă е хĕр юрлать

 

Сан çуралнă кун паян, анне.

Кантăка эс уçнă ик енне.

Кĕнĕ те шевле чÿречерен

Уйрăлма пĕлмест сăну çинчен.

 

Припев.

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам

Янкăр тÿпери сар хĕвелтен.

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам

Çунат хушнă ывăл-хĕрÿнтен.

Юрату та туслăх нихăçан

Ан иленччĕр пирĕн кил-çуртран.

Лăпкăн чуптăр пурнăç кустăрми

Такăр çулпала пĕр чарăнми.

 

Çирĕп сывлăхпа телей кăна

Аттепе сунатпăр халь сана.

Сив сăмах илтмен пуль эс унран.

Вăл – çил хуçайми патвар юман.

 

Припев.

 

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам

Улăхри çич тĕрлĕ чечекрен.

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам

Хисепе çеç тивĕç аттерен.

 

Юрату та туслăх нихăçан

Ан иленччĕр пирĕн кил-çуртран.

Лăпкăн чуптăр пурнăç кустăрми

Такăр çулпала пĕр чарăнми.

 

Эс ан татăл çăкăр-тăвартан.

Хурланма сăлтав ан пултăр сан.

Кур-ха эс, кушак çăвать питне,

Кĕтсе ил, эппин, хăнасене.

 

Припев.

 

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам
Кÿлĕри шур акăш картинчен.

Йышăнсам, аннеçĕм, ăш салам

Чун ытарайми тăвансенчен.

Юрату та туслăх нихăçан

Ан иленччĕр пирĕн кил-çуртран.

Лăпкăн чуптăр пурнăç кустăрми

Такăр çулпала пĕр чарăнми.

 

 

Поделиться:





Воспользуйтесь поиском по сайту:



©2015 - 2024 megalektsii.ru Все авторские права принадлежат авторам лекционных материалов. Обратная связь с нами...