Главная | Обратная связь | Поможем написать вашу работу!
МегаЛекции

Уй-хирте хумхансан сар ыраш




Валерий РАШТАВ 1 8 927 849 28 10

 

Самана (песня)

 

Каччă е хĕр юрлать

 

Темĕн те куратăн пурнăçра:

Эс паян – улпут, ыран – чура.

Тухас марччĕ пирĕн кĕлмĕçе,

Мĕншĕн-ши телей çиппи çинçе.

 

Припев.

Ылтăн-кĕмĕлпе укçа çинче

Тытăнса тăрать-шим çут тĕнче.

Пĕр тунмасăр шанчăклă туса

Халь сутса яраççĕ виç пуса.

 

Хаклатать йăлтах çĕн самана,

Вăл пуçран шăлмасть санпа мана.

Чун-чĕре пуянлăхĕ кăна

Йÿнелсе пырать кунран кунах.

 

Ăçталла пăхан – унта тăшман,
Ан çыхлан ултавçă çынпалан.

Тĕл пулать сайра чăн-чăн юлташ,

Тĕрĕс çул-йĕртен эс ан аташ.

 

Припев.

 

Нухрату çуккишĕн ан хурлан.
Мĕн ырри пур тăнăç пурнăçран.

Савăнса кĕтер кашни ире,

Турă патăр сывлăх çеç пире.

 

Припев.

 

В. Раштав 2

 

Чун çунтармăш пике

Каччă юрлать

 

Эп çухатрăм канлĕхе,

Айăпли – эсех.

Тупаймастăп пĕр чĕлхе

Эп санпа каллех.

 

Эс тухмастăн килÿнтен,

Кирлĕ мар никам.

Эп тăратăп шуçăмччен

Сыхласа урам.

 

Припев.

Курманни эрне сана,

Эс манран ан тар.

Шутлама эп утăмна

Мĕскĕн тарçă мар.

 

Тур çырни хапху умне

Килессе кĕтен.

Ваттисен каларăшне

Эс манман иккен.

 

Чун çунтармăш сар пике,-

Теççĕ сан çинчен.

Тĕрĕс ку, хăва пекех

Пилĕкÿ çинçе.

 

Пур пĕр савăп юриех

Эп хĕр – тантăшна.

Тăрса юлăн пĕчченех,

Эс ас ту çакна.

 

Припев.

 

В. Раштав 3

 

Сар Чечекпе Шапа (песня)

 

Хĕр е каччă юрлать

 

Пĕр хитре Чечек çуралнă

Улăхра шур юр кайсан.

Çут хĕвел ăна юратнă

Хăй пек сарă пулнăран.

 

Припев.

Лĕпĕшсем те ир-ирех

Вĕлтĕртетнĕ ун тавра.

Мĕн тери черченскере

Кам куç хывмĕ-ши вара?

 

Кÿлĕри Шапа та савнă

Чун çунтармăш Чечекне.

Çăлтăрсем тухсан вăл пынă

Калаçмашкăн ун патне.

 

Припев.

Шел,Чечек кĕтмен пачах

Çак илемсĕр Шапана.

-- Эс тискер те хуп-хурах, --

Тенĕ хыттăн вăл ăна.

 

Кĕçĕр эс, пике,ансассăн

Шыв ăсма çыран хĕрне,

Ан тинкер сивлес,тархасшăн,

Çав айван Шапа çине.

 

Припев.

Сар Чечек пек эс унне

Ан хуç çепĕç кăмăлне.

Манас марччĕ ĕмĕрне

Чун-чĕре пуянлăхне.

В. Раштав 4

Çĕнĕ кун

Каччă юрлать

Сывлăм ÿкнĕ ешĕл улăхра

Курăнса выртать пин-пин ахах.

Шурăм пуç именчĕк уйăхран

Вĕсене илет ыйтмасăрах.

 

Припев.

 

Çĕн кунпа сана саламласа

Кантăкран шаккать хĕвеллĕ ир.

Тутлă ыйхăран эс вăранса

Çут шевлесенчен тĕртетĕн пир.

 

Тимлесе çурхи çанталăка

Эс яри уçан чÿречÿне.

Итлесе садри сар кайăка

Кĕç лекетĕн юрă тĕнчине.

 

Припев.

 

Эс кÿретĕн савăнăç кăна,

Пулăшма пурне те эс хавас.

Тивĕçес тесен юратăвна

Паттăрла мĕнле ĕçсем тăвас?

 

Припев.

В. Раштав 5

Каçарасчĕ пĕр-пĕрне (песня)

Дуэт

Хĕр.

Мĕншĕн эс каллех мана

Пĕр сăлтавсăр кĕвĕçен?

Кăмăллатăп эп сана,

Эс тинех çакна ĕнен.

 

Каччă.

Ан тăксам эс, хÿхĕмскер,

Ман умра суя куççуль.

Сехетÿ çине тинкер –

Халь сана кĕтеççĕ пуль.

 

Припев.

Хĕр.

Шÿтлесе кăна ĕнер

Эп куç хĕсрĕм яшсене.

Эсĕ – вăйлă, эп – чипер,

Каçарасчĕ пĕр – пĕрне.

 

Каччă.

Эс кушак çурийĕ пек

Ман тавра ан ачашлан.

Айăпна сиреймĕн тек,

Эп халь чунсăр арăслан.

 

Хĕр.

Ан пупле манпа сивлес,

Кÿренетĕн кăлăхах.

Эп пĕлетĕп: мансăр эс

Пурăнаймăн çав-çавах.

 

Каччă.

Эс калатăн тĕрĕсне.

Пур пĕр вăхăт шунă май

Эпĕ манăп иртнине,

Тĕнчере пике нумай.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 6

Пирвайхи юрату

Каччă е хĕр юрлать

Мĕншĕн, йăмăкăм, эсĕ паян

(Мĕншĕн эсĕ, пикеçĕм, паян)

Тинкеретĕн пĕр май кантăкран?

Мĕншĕн тунсăхлă мăшăр куçу,

Мĕншĕн санăн пачах канăç çук?

 

Припев.

 

Пирвайхи кăпăшка юр пĕрчи

Ирĕлет çĕр çине ÿксенех.

Пирвайхи айванла юрату

Нихăçан та пымасть ĕмĕрех.

 

Тĕл пулсан кÿршĕ ял каччине

Çулăм хыпрĕ чунна санăнне.

Эс кĕресшĕн часрах хĕр шутне,

Кирлĕ мар тек хитре пукане.

 

Припев.

 

Шуçăм çăлтăрĕ икĕ енне

Яр уçать тĕттĕм каç чаршавне.

Куççульпе йĕпетсе минтере

Эс кĕтетĕн пĕччен çут ире.

Припев.

В. Раштав 7

Тăкăнать çут çăлтăр (Песня)

Каччă юрлать

 

Тăкăнать çут çăлтăр çĕрĕпех

Инçетри вăрман уçланкине.

Именсе тăмасăр эп каллех

Сĕртĕнетĕп çепĕç хĕр çумне.

 

Припев.

 

Эс,савниçĕм, шутсăр ан кÿрен,

Ачаран куç хывнă эп сана.

Юратса кам курнă чĕререн,

Çав тÿрех ăнланĕ халь мана.

 

 

Йăл кулать сар уйăх тÿпере,

Кĕçĕр кĕнĕ тейĕн чун ăна.

Ахăртнех,сунасшăн вăл пире

Савăк пурнăçпа телей кăна.

 

Припев.

 

Эс паян хурав парсам кĕскен:

Тухăн-и качча мана, пикем.

Çичĕ тĕрлĕ хÿхĕм чечекрен

Пулĕç пирĕн пурнăç тĕсĕсем.

 

Припев.

В. Раштав 8

Эп санран инçетре (Песня)

Каччă юрлать

 

Эп, савниçĕм, санран инçетре.

Уйăрать пин-пин çухрăм пире.

Çав-çавах юрату вучахне

Парас марччĕ кăштах та сÿнме.

Припев.

 

Чун иленнĕ тăван çĕрсенче,

Чи илемлĕ чăваш ялĕнче

Эс кĕтетĕн мана кунсерен

Уйрăлмасăр хапха умĕнчен.

 

Эс ытла та йăваш та черчен,

Мĕнлерех пурăнатăн пĕччен.

Таврана тĕттĕм каç сырăнсан

Хăратмасть-и хаяр çил-тăман.

 

Припев.

 

Çуркунне çĕнтерсен сив хĕле,

Варкăш çил сĕртĕнсен çеçпĕле,

Сар хĕвелĕн ачаш шевлипе

Çаврăнса эпĕ çитĕп киле.

Припев.

В. Раштав 9

Юр Пике хурланăвĕ

Каччă юрлать

 

Çут хĕвел пăхнăçем ăшăтса

Ирĕлет шурă юр васкаса.

Пирвайхи çеçпĕлсем – сăрт çинче.

Тулнă çĕн сывлăшпа пур тĕнче.

 

Припев.

Таврана тыткăнлать çуркунне,

Сарă кайăк тăсать юррине.

Кĕмĕл тумлă хитре Юр пике

Мĕншĕн халь савăнмасть-ши текех.

 

Вăрттăн-вăрттăн шăлса куççульне

Ас илет вăл иртен кунсене.

Кирлĕ мар-мĕн ăна çак илем,

Ах, ăçта-ши раштав сиввисем?

 

Припев.

Таврана тыткăнлать çуркунне,

Хурăнпа тем пуплет вĕрене.

Кĕмĕл тумлă хитре Юр пике

Мĕншĕн халь йăл кулмасть-ши текех?

 

Ĕнтĕ эс, Юр пикеçĕм, ăнлан:

Вăхăт санăн каймашкăн кунтан.

Инçетри çĕрсенче хумханса

Хĕл мучийĕ кĕтет пуль сана.

 

Припев.

Таврана тыткăнлать çуркунне,

Çепĕç туйăм çĕклет чĕрене.

Кĕмĕл тумлă хитре Юр пике

Мĕншĕн халь хурланать-ши питех?

В. Раштав 10

Кĕтмен тĕл пулу

Каччă е хĕр юрлать

 

Ăнсăртран тĕл пулсассăн сана

Лекрĕм эпĕ тÿрех тыткăнна.

Пĕр курсах саврăм хÿхĕм сăнна,

Питĕ шел, эс сисмерĕн çакна.

 

Припев.

Чунăмри чи хĕрÿ туйăма

Эп вăтантăм санпа пайлама.

Вăрттăн-вăрттăн пăхсах сан енне

Эп вĕçертрĕм телей кайăкне.

 

Çук, хупмарăм куçа шуçăмччен.

Шухăшларăм пĕр май сан çинчен.

Сывлăм ÿкнĕ çыран хĕрринче

Пĕчченех кĕтрĕм çутă ире.

 

Припев.

 

Нихăçан та эпир вăйăран

Çумма-çуммăн утса таврăнман.

Уйрăлман пĕр-пĕрне ал парса,

Мĕншĕн эп тунсăхлатăп апла?

 

Припев.

 

В. Раштав 11

Паллашасчĕ санпалан

Каччă юрлать

Паллашасчĕ санпалан

Манăн кĕçĕр çывăхрах.

Хĕр пĕрчи, ăçта васкан,

Эс хушсам ик-виç сăмах.

Эп ĕнер сана курсан

Мантăм пĕтĕм пикене.

Чĕреме чултан туман,

Ăнлансам çакна тинех.

 

Припев.

Эсĕ капăр та черчен,

Калăн: чĕрĕ пукане.

Çут çанталăк хĕрхенмен

Саншăн хăйĕн илемне.

 

Килĕшетĕн эс кăна,

Кирлĕ мар мана никам.

Чунăмри пуш вырăна

Паянах эс йышăнсам.

 

Ман пек харсăр каччăран

Пăрăнатăн темшĕн эс.

--Шухăшу вылăнчăк сан, --

Тетĕн эс мана сивлес.

 

Йăнăшатăн пулмалла

Эсĕ,çамрăк чиперук.

Ир те каç сана пула

Манăн халĕ канăç çук.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 12

 

Сывă юл (песня)

 

Каччă е хĕр юрлать

 

Сывă юл, савниçĕм, сывă юл.

Эсĕ сун мана телейлĕ çул.

Сан патна килеймĕп эп текех,

Уйăрать шăпа ĕмĕрлĕхех.

 

Припев.

 

Шăннă кантăк витĕр тинкерсе

Ăсататăн эс мана инçе.

Эп юр çийĕн тунă йĕрсене

Çил-тăман илет хăй ытамне.

 

Ан кÿрен, савниçĕм, ан кÿрен

Таврана çурхи кун иленсен.

Çĕмĕрт шур çеçке çурас чухне

Ак тĕл пулăн Турă çырнине.

 

Припев.

 

Ан çиллен, савниçĕм, ан çиллен.

Юратмашкăн эп пĕлмерĕм,тен.

Куçăмран тухать вĕри тумлам.

Каçарма мана хăват тупсам.

 

Припев.

 

В. Раштав 13

Каç илемĕ

Ерипен çывхарать каç илемĕ

Кĕмĕл уйăх васкать тÿпене.

Инçетри нăйкăш купăс хÿхлевĕ

Йыхравлать çамрăка хăй патне.

 

Припев.

Каçĕ лăпкă, черчен, илĕртÿллĕ

Çăлтăрсем вăй выляççĕ ирччен.

Тăкăнать сарă хĕрĕн куççулĕ,

Кăлармаççĕ ăна килĕнчен.

Кĕçĕр камшăн пике тунсăхлать-ши,

Мĕншĕн пит ăнтăлать урама?

Тен, ăна чунĕ савнă яш каччă

Халь чĕнет кÿль хĕрне уçăлма.

 

Припев.

 

Мĕн çинчен кĕвĕлеççĕ çĕн юрă

Шăпчăксем чарăнмасăр паян.

Вĕсене ав итлет ватă хурăн

Шăп тăрса шухăша путнăран.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 14

 

Хĕвел те анчĕ

 

Каччă юрлать

 

Хĕвел те анчĕ, каç та пулчĕ,

Чĕрем капланчĕ тунсăхпа.

Чуна уçса сăмах хушасчĕ

Ман кĕçĕр савнă тусăмпа.

 

Припев.

 

Кала мана эс,савăк уйăх,

Телейĕме ăçтан тупас?

Ăш каçсенче вăййа тухсассăн

Сар пикене епле юрас?

 

Юратнă хĕр мана сивлерĕ,

Çÿрет вăл çичĕ ютпалан.

Сăн-пичĕ кăшт та хĕрелмерĕ

Ĕнер пĕрне-пĕри курсан.

 

Припев.

 

Асран тухмать савни сăнарĕ,

Ăна манаймăп нихăçан.

Шăпа мĕн-ма-ши улталарĕ,

Тумлам анать ик куçăмран.

 

Припев.

В. Раштав 15

 

Çеçкепе юр пĕрчи

 

Каччă юрлать

 

Вăрттăн куç хĕсетĕн те мана

Шап! хупатăн уçă кантăкна.

Эс каллех тухмастăн килÿнтен,

Хăçанччен эп çÿрĕп-ши пĕччен?

 

Припев.

 

Эс – çурхи тин çурăлнă çеçке,

Çепĕççĕн вылять санпа шевле.

Эп вара -- шур юр пĕрчи кăна,

Саншăн эп пачах кĕтмен хăна.

 

Шел, эпир пулаймăпăр пĕрле.

Чечексем ÿсмеççĕ сив хĕлле.

Шанăç çук, çавах та эп ялан

Тĕл пулу шыратăп санпалан.

 

Эс – ялти чи хÿхĕм чиперкке,

Ăмсанать сана кашни пике.

Эс мана чунтан савас пулсан

Сар хĕвел хăпарĕ анăçран.

 

Припев.

 

Мĕншĕн-ши сана курмассерен

Сăмахсем çĕтеççĕ чĕлхерен?

Сан патна çитме ытла инçе,

Сан патна çитме виç утăм çеç.

 

Припев.

 

В. Раштав 16

 

Чăваш (песня)

 

Каччă е хĕр юрлать

 

Хĕвелтен вăранса иртерех

Кÿлĕнетĕн ĕçе эс каллех.

Тулăх мар-çке çавах пурнăçу,

Ав канмашкăн та вăхăт сан çук.

 

Припев.

 

Ан кулян, çĕр ĕçченĕ чăваш,

Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш.

Уй-хирте хумхансан сар ыраш

Ытлашши йывăр килмĕ малаш.

 

Ан кулян, çĕр ĕçченĕ чăваш,

Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш.

Пирĕн халăх хастар авалтан,

Пуç усмашкăн эпир хăнăхман.

 

Тар тăксан та ырри курăнмасть,

Вăй хурсан та укçи хушăнмасть.

Вăрманне те касма каймалла,

Ачине те шкула ямалла.

 

Припев.

 

Хĕрхенмест никама самана,

Аслă Турă упратăр сана.

Тем тесен те эс шан та ĕнен:

Чечекленĕ кĕçех Чăваш ен.

 

Припев.

 

В. Раштав 17

 

Шурă лантăш

 

Каччă юрлать

 

Эп именчĕк каччă пулнăран

Хĕрсемпе питех сăмах хушман.

Ак паян тинех хăват пухса

Пытăм чечекпе эп сан патна.

 

Припев.

 

Парнелем-и эп савса сана

Çакă шурă лантăш çыххине?

Илнĕçем ăна эс ытамна

Тен, ăнланăн ман яш чĕрене.

 

Парнелем-и эп савса сана

Çакă шурă лантăш çыххине?

Илнĕçем ăна эс ытамна,

Пĕлĕн телейÿ кам иккенне.

 

Кĕçĕр эс, паллах, чĕнмен мана.

Саншăн эп пачах кĕтмен хăна.

Пукане, уçсам куçусене.

Сĕртĕнсем кăшт чунăм хĕлĕхне.

 

Припев.

 

Сан пекех сар уйăх та хитре,

Тем шырать вăл халь çут кÿлĕре.

Ахăртнех, никам курман чухне

Вăл курасшăн хăй чипер сăнне.

 

Припев.

 

В. Раштав 18

Арканнă юрату

Каччă юрлать

 

Эс утатăн васкамасăр

Вăйă-ташă картинчен.

Çут тумлам пĕр чарăнмасăр

Тăкăнать куçусенчен.

 

Çук, пымарĕ ăсатмашкăн

Яш ача сана килне.

Çак илемлĕ каç ачашшăн

Çупăрлать вăл теприне.

 

Припев.

Эс вун улт çултах ăнлантăн

Юрату мĕн иккенне.

Эс вун улт çултах çаклантăн

Вĕçкĕн каччă тыткăнне.

Тен, кăшт вăхăт иртнĕ майăн

Кĕрĕн эс, пике, тăна.

Нихăçан та тавăраймăн

Пирвайхи юратăва.

 

Эсĕ хÿхĕм те аманчăк,

Ĕнтĕ кĕнĕ хĕр шутне.

Чăн та, саншăн çут çанталăк

Шеллемен хăй илемне.

 

Çав-çавах эс халь телейсĕр,

Кам хĕрхенĕ чĕрÿне?

Лăпкă çил çеç тÿсеймесĕр

Куççульне шăлать санне.

 

Припев.

 

В. Раштав 19

 

Çуркунне

Каччă е хĕр юрлать

 

Сар хĕвел паян ирех

Сапалать çут шевлине.

Систересшĕн вăл тинех

Çуркунне çывхарнине.

 

Кăпăшка юр пĕрчисем

Тăкăнаççĕ çав-çавах.

Шурă хĕл мерченĕсем

Ирĕлеççĕ самантрах.

 

Припев.

Кĕмĕл тумлă Юр пике

Йăлт çухатнă канăçне.

Ас илсе раштав кунне

Тумлатать сив куççульне.

Хĕл мучийĕ пикенсе

Тем каласшăн мăнукне.

Шел, ăш пиллĕ çуркунне

Халь хĕрхенмĕ вĕсене.

Ял урамĕн варрипе

Шăнкăр-шăнкăр шыв кĕрлет.

Кайăк хÿхĕм юррипе

Кăмăла çĕклентерет.

 

Таврана салам ярса

Сас парать хитре автан,

Ыйхăран анасласа

Вăранать хура вăрман.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 20

 

Натали

 

Каччă юрлать

 

Натали – чăваш пики,

Çук та пулĕ ун пекки.

Яланах хастар ĕçре,

Ячĕ-сумĕ хисепре.

 

Припев.

 

Натали, ай, Натали,

Тĕр тĕрлетĕн кам валли

Каçсерен эс тăр-пĕччен

Уçă кантăк умĕнче?

Натали, ай, Натали

Тĕр тĕрлетĕн кам валли

Шăнкăрав пек сассупа

Çепĕç юрă шăратса?

 

Мăшăр куçĕ – ик ахах.

Çÿçĕ пилĕк таранах.

Çакă çутă тĕнчере

Пуринчен те вăл хитре.

 

Припев.

 

Кĕмĕл уйăх – тÿпере,

Шурă акăш – кÿлĕре.

Манăн çамрăк чунăмра

Пĕр ăш пиллĕ хĕр кăна.

 

Припев.

 

В. Раштав 21

Çуллахи каç

Каччă юрлать

 

Чĕнтĕн эс мана ял вăрманне

Хурăн çырлине татса çиме.

Хĕсрĕн çĕмĕрт пек куçна чеен,

Пĕр-пĕччен сана кичем иккен.

 

Вăрманта çĕтсе çÿренĕ май

Вăхăт иртнине эпир туйман.

Анчĕ те хĕвел, часах тÿпе

Капăрланчĕ çут çăлтăрсемпе.

 

Припев.

Çуллахи каç ăшă та тÿлек.

Тусăм, парнелем-и шур чечек.

Эс ан хирĕçле мана паян,

Чуп тума пар ирĕк тутунтан.

Ан шиклен эс кĕмĕл уйăхран,

Кур-ха, вăл пиртен вăтаннăран

Пытарса хаваслă куллине

Чăмрĕ тĕксĕм пĕлĕт хыçнелле.

Килтисем çухатнă пуль пире,

Кĕçĕр ал сулар-ха вĕсене.

Ыйхăсем вĕçеççĕ таçталла,

Таврăнас килмест халех яла.

 

Припев.

 

Çырлапа тулмарĕç пураксем,

Пур пĕр савăк пирĕн сăн-питсем.

Малашне те хатĕр эп санпа

Çул тытмашкăн ешĕл вăрмана.

 

Припев.

 

В. Раштав 22

 

Селиме (песня)

 

Каччă юрлать

 

 

Ас илсе тусне

Хĕр куççуль тăкать,

Тулнă ун чĕри сив тунсăхпа.

Кăмăлне уçса

Тем вăл калаçать

Кÿлĕ хĕрринчи шур хурăнпа.

 

Припев.

 

Селĕм селиме,

Чарăнсам йĕме.

Саншăн çăлтăр тухнă тÿпене.

Эс пĕррехинче,

Пĕр кĕтмен çĕртен

Ак тĕл пулăн Турă çырнине.

Çамрăк чиперкке

Йăл кулмасть пачах,

Вăйăран утать вăл тăр-пĕччен.

Темшĕн-çке ăна

Савнă яш ача

Ăсатма пымашкăн килĕшмен.

 

Припев.

 

В. Раштав 23

 

Чĕрене хушаймăн (песня)

Дуэт

 

Хĕр:

Эс вылянчăк çурхи çил пекех.

Тупнă теççĕ эс çĕнĕ пике.

Кур-ха эс, тусăм, сан вырăнна

Çупăрлать ăшă çумăр мана.

 

Каччă:

Айăпла эс мана, айăпла.

Тен, Турри çырнă пулĕ çапла.

Çиçĕм çиçрĕ уяр тÿпере,

Килĕштертĕм эп урăх хĕре.

 

Припев:

Хĕр:

Çук, хушаймăн манма чĕрене.

Эп йĕместĕп, йĕместĕп çавах.

Куççуль мар халь ÿкет çĕр çине,

Ку вăл çумăр тумламĕ анчах.

Каччă:

Эс каçар, шутламанччĕ пачах

Лекессе эп теприн тыткăнне.

Иртнĕçем вăхăт эс те, паллах,

Ак тĕл пулăн шăпа çырнине.

Хĕр:

Ан кала пĕр сăмах та мана,

Ан сипле тăварпа сурана.

Ирĕк çеç пар пăхмашкăн паян

Юлашки хут хура куçунтан.

 

Каччă:

Нихăçан та эс юлмăн пĕччен,

Эс патша хĕрĕ евĕр чечен.

Кăлăх çепĕç чунна ан çунтар,

Эп хитре юмахри паттăр мар.

 

Припев:

 

 

В. Раштав 24

 

Юрату хĕлхемĕ

Хĕр юрлать

 

Кăн! пăхаççĕ куç илмесĕр

Сан енне хĕрсем.

Кам валли-ши татнă эсĕ

Капăр чечексем?

 

Пикесем часрах лекесшĕн

Ăшă ытамна,

Эс вара пыратăн темшĕн

Ман пата кăна.

 

Припев.

Выляса çеç калаçмашкăн

Кирлĕ мар манпа.

Сан çинчен ĕмĕтленетĕп

Эп тахçантанпа.

Килĕшетĕн, чун çунтармăш,

Эс кашни хĕре.

Саваканĕ саккăр теççĕ,

Тур çырни пĕрре.

 

Тен, манпа çÿретĕн эсĕ

Вăхăтлăх анчах.

Канăçа çухатрăм эпĕ

Пĕр сана пулах.

 

Юрату хĕлхемĕ хыпрĕ

Çамрăк чĕреме.

Эс ăна, хаваслă тусăм,

Ан парсам сÿнме.

 

Припев.

 

В. Раштав 25

 

Сарă кун çĕршывĕнче

 

Каччă юрлать

 

Эп шыратăп савнине

Ирхине те каçхине,

Кăнтăрла та сĕм çĕрле.

Ман ăна тупас епле?

 

Припев.

 

Çичĕ тинĕс леш енче,

Сарă кун çĕршывĕнче

Тур çырни кĕтет мана

Кантăкне яри уçса.

 

Çут тĕнчен тăват кĕтес,

Ман унта мĕнле çитес.

Алтăр-çăлтăр, каласам,

Çав çула хĕлхем сапсам.

 

Припев.

 

Вăл ăш пиллĕ те ĕçчен,

Чечек пек хитре, черчен.

Ах, хăçан мана шăпа

Пĕрлештерĕ-ши унпа?

 

Припев.

 

В. Раштав 26

 

Кирлĕ марччĕ

Каччă юрлать

 

Ырă шăршăллă сирень

Çурнă шурă çеçкесем.

Эс, савни, ăçта çÿрен

Ас илмесĕр ман çинчен?

 

Каç пулсан сана, пикем,

Асăрхарăм тепринпе.

Çĕмĕрт евĕр куçусем

Йăл çиçетчĕç телейпе.

 

Припев.

Ма васкарăм-ши татма

Улăхра сар чечекне?

Ма васкарăм-ши савма

Вăйăра сар пикене?

Кирлĕ марччĕ куç хывма

Çав черченкĕ чечекне.

Кирлĕ марччĕ юратма

Çав илемлĕ пикене.

 

Сÿнчĕ çепĕç юрату,

Вăл пымарĕ ĕмĕре.

Тăрса юлчĕ ырату

Манăн çамрăк чĕрере.

 

Тусăм, эс ан ман нихçан

Çурхи лăпкă каçсене.

Шуçăмччен пĕрле ялан

Çăлтăрсем шутланине.

 

Припев.

 

В. Раштав 27

 

Туй

 

Каччă юрлать

 

Кĕрлет туй халăхĕ хавассăн,

Качча тухатăн эс паян.

Епле ман сансăр пурăнас-ши,

Пĕрле пулаймăпăр нихçан.

 

Припев.

 

Вăтанчăк уйăх куç илмесĕр

Сăнать сана ял çийĕнчен.

Савни, телейлĕ-ши эс кĕçĕр

Шап-шур пĕркенчĕк айĕнче.

 

Эс пукане пек капăрланнă,

Ав ылтăн çĕрĕ аллунта.

Сăну çеç темшĕн салхулланнă,

Мĕскер пытаннă чунунта.

 

Припев.

 

Пире текех йăмралăх чĕнмĕ

Хăй ытамне ăш каçсенче.

Мĕнех, пикеçĕм, пул тивлетлĕ,

Сана упратăр çут тĕнче.

 

Припев.

 

В. Раштав 28

 

Алиме (песня)

 

Каччă е хĕр юрлать

 

Тухнă уйăх вăрман тăррине,

Тăкăнать ун çути ял çине.

Алиме кантăкран тинкерсе

Ас илет хăйĕн сар каччине.

 

Припев.

 

Кĕмĕл уйăх, сунсам ырă каç

Çак ăш пиллĕ чăваш пикине.

Пулăшсам эс ăна частарах

Çул тупмашкăн телейĕ патне.

Кĕмĕл уйăх, сунсам ырă каç

Çак илемлĕ чăваш пикине.

Пулăшсам эс ăна частарах

Тĕл пулмашкăн шăпа çырнине.

 

Куç хупмасть Алиме çĕрĕпех,

Вăл пуçланă йĕме куççульпех.

Савнă тусĕ пыман ăсатма,

Эх, кирлех-ши кун пек кулянма.

 

Припев.

 

Хĕр пĕрчи, эс ан хуçăл ытла.

Çĕн кун килĕ йăлтах урăхла.

Пурнăçланĕç таса ĕмĕтсем.

Лăплансам, Алиме, ан йĕрсем.

 

Припев.

 

В. Раштав 29

 

Кĕтерук

Каччă юрлать

 

Кĕтерук – вун улттăра,

Пĕчĕк хĕр пĕрчи анчах.

Юрату пирки вара

Ун пĕлес килет йăлтах.

 

Сапалать те сар çÿçне

Вăл васкать каç ытамне.

Пăхнăçемĕн ун енне

Калăн: чĕрĕ пукане!

 

Припев.

Кĕтерук – хавас пике,

Уншăн çук нимле йĕрке.

Итлемесĕр амăшне

Ашкăнать вăл çĕрĕпе.

Яш ача, эс вăйăран

Ан ăсат ăна нихçан.

Çак илемлĕ чиперккен

Чĕринче чул çеç иккен.

 

Илĕртÿллĕ Кĕтерук

Алă сулнă шкул çине.

Ун пĕр чĕптĕм вăхăт çук

Вуламашкăн кĕнеке.

 

Килĕшмест ăна текех

Пĕр-пĕччен ларма килте.

Вăл пуплет çине-çинех:

Хĕрĕх каччă хĕр чухне!

 

Припев.

 

В. Раштав 30

 

Юр пĕрчи

Каччă е хĕр юрлать

 

Кăпăшка юр пĕрчи тÿперен

Лăпкăн-лăпкăн анать çĕр çине.

Ах, мĕн-ма вăл пачах та пĕлмен

Таврана çуркунне килнине.

 

Припев.

 

Ан ÿксем, юр пĕрчи, кăлăхах.

Айăпна сан туясчĕ кăштах.

Халь никам та хĕрхенмĕ сана,

Халь никам та юратмĕ сана.

Сывă пул, юр пĕрчи.Эс пĕлсем:

Саншăн тунсăхлĕ çамрăк чĕрем.

Халь никам та шеллемĕ сана,

Халь никам та ăнланмĕ сана.

 

Сар хĕвелĕн ачаш шевлинче

Юмахри пек илемлĕ тĕнче.

Эп çÿретĕп тулта уçăлса,

Ăсататăп хĕле ал сулса.

 

Припев.

 

Савăк куншăн чунтан савăнса

Урам тăрăх чупать ачапча.

Юр пĕрчийĕ ăна ыр сунса

Ирĕлет çут куççульлĕн часах.

 

Припев.

 

В. Раштав 31

 

Ман килес (песня)

Каччă юрлть

 

Васкаса утатăп эп уй тăрăх,

Таврăнатăп савнă ялăма.

Килĕм ăшшинче пулманшăн тăтăш

Айăплă туятăп халь хама.

 

Çул ик айккипе çил вĕрнĕ майăн

Хумханать, сар тинĕс пек, ыраш.

Симĕс айлăмра çĕре пуç тайнăн

Йăмрасем кашлаççĕ каш! та каш!

 

Припев.

 

Малалла пăхатăп та эп, акă,

Куç тулли тухать тăван кĕтес.

Укăлча умне чĕнет сукмакăм.

Сывă-и, ял-йышăм, ман килес!

 

Тÿпере тăри юрлать илемлĕн,

Ыр сунса мана вăл саламлать.

Унăн сассине итленĕçемĕн

Чунăмра çĕн кĕвĕ çырăнать.

 

Припев.

 

Кÿль хĕрне анать, ав, кÿршĕ хĕрĕ

Хĕрелсе манран вăтаннăран.

Эп ăна парнелĕп ылтăн çĕрĕ

Каçхине сар уйăх хăпарсан.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 32

 

Мĕншĕн эсĕ чечен?

 

Каччă юрлать

 

Çăлтăрсем вăй выляç тÿпере,

Акăшсем чÿхенеç кÿлĕре.

Урамра – ытарми лăпкă каç,

Манпала,сар пикеçĕм, калаç.

 

Припев.

 

Кĕмĕл уйăх иленнĕ сана,

Йыхравлать хăй савнийĕ пулма.

Эп хăратăп юлмашкăн пĕччен,

Мĕншĕн эсĕ ытла та чечен?

Ачашлать çил ачи питÿнтен,

Юмахласшăн санпа тем çинчен.

Эп хăратăп юлмашкăн пĕччен,

Мĕншĕн эсĕ ытла та чечен?

 

Ыр сунса пĕр сана, чиперккем,

Парнелем-и кăвак çеçпĕлсем?

Ытамна эс илсен вĕсене

Пĕлĕн кам телейÿ пулнине.

 

Припев.

 

Шурăм пуç хăпарать тухăçран,

Инçетре сас парать шух автан.

Ан васка, тусăм, халĕ килне,

Уйрăлассăм килмест ниепле.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 33

 

Тунсăхлă каç

 

Хĕр юрлать

 

Савнă тусăм килмерĕ пулас,

Кĕтрĕм эпĕ ăна пур чунтан.

Кĕçĕр манăн кампа калаçас?

Авă,уйăх та чĕмсĕр паян.

 

Припев.

 

Çамрăк уйăхăм, эс те пĕччен,

Юмахлар-и,эппин, шуçăмччен.

Çук, мана кĕмĕлÿ кирлĕ мар.

Кăмăла эс кăштах лăплантар.

Çамрăк уйăхăм, эс ан вăтан,

Тĕксĕм пĕлĕт хыçне ан пытан.

Çук, мана кĕмĕлÿ кирлĕ мар,

Кăмăла эс кăштах лăплантар.

 

Ыйхăм вĕçрĕ сар кайăк пулса,

Каç вăрларĕ чĕрем канăçне.

Питĕм тăрăх куççуль юхтарса

Ас илетĕп савни сăнарне.

 

Припев.

 

 

В. Раштав 34

 

Хурăнпа калаçни (песня)

 

Каччă юрлать

 

Кÿлĕ хĕрринчи илемлĕ хурăн

Шав кĕтет мана пуçне тайса.

Çулçисем кăтра та ешĕл унăн,

Тем пăшăлтатаççĕ эп пырсан.

 

Припев.

 

Яштака шур хурăнăм, эс кĕçĕр

Юмахри пике пек ытарми.

Йăлтăр-йăлтăр кÿлĕ саншăн тĕкĕр,

Уйăх йăл кулли – çурта çурти.

 

Савнă хĕр ача мана сивлерĕ,

Тепринпе çÿрет халь каçсерен.

Куçăм умĕнчен каймасть сăнарĕ,

Тухас çук нихçан вăл чĕремрен.

 

Припев.

 

Пĕр сана кăна уçса парайăп

Эпĕ чунăмри туйăмсене.

Каласам, мĕнре-ши манăн айăп,

Мĕншĕн эпĕ юлтăм пĕчченех?

 

Припев.

 

В. Раштав 35

Ирĕклĕ кайăк

Каччă юрлать

 

Халь эс ирĕклĕ кайăк пекех,

Таврăнас çук текех ман пата.

Пирĕн туслăх арканчĕ веçех,

Айăпне кирлĕ мар шырама.

 

Сан тавра явăнаççĕ яшсем,

Килĕшме хатĕр эс кашнинех.

Ав, вĕсен ытамне лекнĕçем

Ирĕлетĕн çырла евĕрех.

 

Припев.

Ĕнерхи чунăм савнă пикем,

Эс туйсамччĕ кăштах йăнăшна.

Çуллахи илĕртÿллĕ каçсем

Пăтраштарчĕç пуль çамрăк пуçна.

Куçăмран сăрхăнать çут тумлам,

Вăрттăн-вăрттăн шăлатăп ă

Поделиться:





Воспользуйтесь поиском по сайту:



©2015 - 2024 megalektsii.ru Все авторские права принадлежат авторам лекционных материалов. Обратная связь с нами...