Главная | Обратная связь | Поможем написать вашу работу!
МегаЛекции

Рекомендации круглого стола «Проблемы витальности чувашского языка»

Приложение №1 к протоколу заседания Межведомственной комиссии по чувашскому языку от 15 мая 2012 г.

Приложение №1 к протоколу
Межведомственной комиссии
по чувашскому языку
от 15 мая 2012 года

Рекомендации круглого стола «Проблемы витальности чувашского языка»

Ι. Чăваш чĕлхи тата правăпа политика ыйтăвĕсем

1. Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăнах икĕ патшалăх чĕлхине те пĕр тан шайра вĕренме майсем пулмалла, çакна ача садĕнчен пуçласа аслă шкул таранах тытса пымалла.
2. Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн кирек хăш шайри организацире те (правительство учрежденийĕнче, çыхăну уйрăмĕнче, суту-илÿ предприятийĕнче т.ыт.те) икĕ патшалăх чĕлхипе пĕр тан шайра усă курма, кирлĕ информацие икĕ патшалăх чĕлхипе те илме майсем пулмалла.
3. Республикăра патшалăх чĕлхисемпе саккун ыйтнă пек усă курнине пăхса тăракансем пулмалла. «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккун мĕнле пурнăçланса пынине Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи прокуратурин тĕрĕслесе тăмалла.
4. Тĕнчере йышăннă стандартсене тĕпе хурса чăваш чĕлхине упраса аталантармалли 10-20 çуллăх тĕллевлĕ программа хатĕрлесе йышăнмалла.
5. Чăваш Республикин чĕлхе службине туса хурса нумай каналлă телефон çыхăнăвĕ йĕркелемелле, 5-6 çынна патшалăх шучĕпе тара тытса кăсăкланакансене чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарма пулăшмалла.
6. Раççей шайĕнчи саккунсемпе йышăнусем улшăннă май «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна та тÿрлетÿсем кĕртмелле.
7. Кадр политикине наци политикипе çыхăнтарса йĕркелесе пымалла: чăваш культуришĕн яваплă çынсен чăвашла пĕлмеллех.
8. Удмурти, Мордови тĕслĕхĕпе усă курса республикăра наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ятарлă орган – Чăваш Республикин наци политикин министерстви – туса хумалла.
9. Вĕренÿ тата Культура министерствисенче ятарласа чăваш чĕлхи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем пĕрререн кая мар пулмалла.
10. Чĕлхе сакунне пурнăçлама уйăракан укçана грант мелĕпе валеçмелле.

Чăваш чĕлхи тата вĕренÿ ыйтăвĕсем

1. Патшалăх шайĕнче чăвашла вĕренмелли курссем уçмалла. Çав курс валли калăпланă вĕренÿ кĕнекисене конкурс мелĕпе хатĕрлесе кăлармалла.
2. Вырăс шкулĕн 10 – 11 класĕсенче чăваш литературине чăвашла вĕрентме тытăнмалла, «Чăваш литератури» хрестомати-учебник кĕнекине икĕ чĕлхепе çырса хатĕрлемелле.
3. 10-11-мĕш классенче чăваш литературине специалистсен – чăваш чĕлхипе литература учителĕсен вĕрентмелле.
4. 10-11-мĕш классен программине чăваш чĕлхи урокне кĕртмелле, вăл эрнере 1 сехетрен кая мар пулмалла.
5. Вĕренÿ министерстви ертсе пынипе шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕлле вĕрентес ыйтусене пăхса тухмалла.
6. Чăваш шкулĕн пуçламăш класĕсем валли специалистсем хатĕрлессине çĕнĕрен пуçармалла. Педуниверситетри пуçламăш класс факультетĕнче чăваш уйрăмне хупнă хыççăн шкулсене чăваш чĕлхине пĕлмен, чăвашла куçарнă учебниксене ăнланман учительсем килеççĕ.
7. Канаш педагогика колледжĕнче специалистсем хатĕрлес пирки пачах çĕнĕ концепци хатĕрлемелле, вĕренÿ программине пуçламăш шкул тĕллевĕсене шута илсе тумалла. Пуçламăш класра чăваш чĕлхи вĕрентес тĕлĕшпе Канаш педколледжĕ хальлĕхе усăлли нимех те тумасть.
8. Ача садĕнче тата пуçламăш, тĕп, вăтам, аслă шкулта чăвашла вĕрентнипе вĕрентменнине тата ку ĕçе мĕнле шайра туса пынине тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла.
9. Шкулта класс тулашĕнчи мероприятисене чăвашла та ирттерес пирки Вĕренÿ министерствин ятарлă хушу кăлармалла.
10. Культура училищипе институтне вĕренме кĕрекенсене чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен тыттармалла.
11. Шкулта чăваш чĕлхин сехечĕсене вырăс чĕлхи сехечĕсем таран çитерме тăрăшмалла. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли сехетсене вырăс чĕлхи сехечĕсенчен кая мар тумалла.
12. Ĕлĕкрех пулнă Наци вĕренÿ ыйтăвĕсен тĕпчев институчĕн Чăваш лабораторийĕ вырăнне Чăваш лингводидактика центрне уçни çак ыйтусене татса пама май парĕччĕ:
– лингводидактика ăстисене хатĕрлесси;
– ăсчах-лингвистсен тата кĕнекеçĕсен ăслăлăх мехелне пĕрлештерсе вĕсен ĕçне йĕркелесе тăрасси;
– кĕнекеçĕсене професси шайне ÿстерес пыма пулăшасси;
– кĕнекеçĕсен социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене татса парасси.
13. Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче наци уйрăмне йĕркелени ĕçе анăçлăрах сăнаса ертсе пыма пулăшĕ тетпĕр.
14. Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне бюджет вырăнĕсем хушса пама пулăшмалла.
15. Чăваш Республикинчи кашни аслă шкултах чăваш халăх историйĕпе культурин кафедрине уçмалла.
17. «Тăван Ен культури» предмета шкулта тивĕçлĕ шайра вĕрентме майсем туса памалла, ăна интеграци мелĕпе вĕрентнине сивлемелле.
18. Чăваш чĕлхине вĕренме хальхи методикăпа çырнă «Интенсивный курс изучения чувашского языка» кĕнеке кирлĕ. Ăна ăмăрту ирттерсе хатĕрлемелле, укçине темиçе çĕр пинрен сахал мар уйăрмалла.
19. Наци культурине аталантарма пултаракансене тĕллевлĕн вĕрентсе çитĕнтермелле.

Чăваш чĕлхи тата общество пурнăçĕ

1. Кашни районтан тата хуларан делегатсем палăртса республикăри хисеплĕ ватăсен — шурсухалсен — пухăвне ирттермелле, вĕсен пĕрлĕхне йĕркелемелле.
2. Чăваш наци интеллигенцийĕн Аслă пухăвне ирттерсе Чăваш чĕлхине упракансен пĕрлĕхне йĕркелемелле.
3. Пур ача садĕнче те чăвашла вĕрентме тата тăван культурăпа паллаштарма пултаракан çынсем пулмалла. Тутарсен опытне шута илсе штатра «кукамай» е «асанне» текен должность палăртмалла, çак ĕçе пенсири журналистсемпе артисткăсене явăçтармалла.
4. Чăваш чĕлхипе культурине сарма пулăшакан волонтёрсем пулмалла, «Чăваш волонтёрĕ» пĕрлешÿ йĕркелесе ямалла.
5. Чăваш Республикинче кăларакан апат-çимĕç тата тавар этикеткине чăвашла та çырассине йĕркелесе ямалла (тĕслĕхрен, «Акконд» канфечĕсем çинче казахла çырни пур, чăвашли çук).
6. Халăх йăли-йĕркипе ташши-юррине упраса хăварас тĕллевпе шкулсенче фольклор ушкăнĕ йĕркелемелле, ял уявĕ ирттерессине тавăрмалла.
7. Республикăри информаци политикишĕн яваплă тытăмăн чăваш чĕлхине телекурава, компьютера, Интернета ытларах кĕртессишĕн тăрăшмалла.
8. Чăваш культурипе чăвашла пĕлекенсене кăна мар, вырăсланнă чăвашсене те паллаштарма майсем тумалла – вырăсла тухакан кăларăмсенче те чăвашлăх темине ытларах çĕклемелле.

Чăваш чĕлхи, кĕнеке кăларас ĕç тата массăллă информаци хатĕрĕсем

1. Чăваш литература пĕлĕвĕн терминĕсене йĕркене кĕртсе сăмах кĕнеки (словарь) кăлармалла.
2. Наци радиовĕпе телевиденийĕн кăларăмĕсем эфирта талăкĕпех пулмалла, чăваш радиовне анлăрах сармалла — ăна хулара та, ялта та итлемелли майсене çăмăллатмалла.
3. Радиора тата телевиденире ĕçлеме пултаракансене хатĕрлеме «Чăваш Ен» телерадиокомпани çумĕнче ăсталăх шкулĕ уçмалла.
4. Чăваш литература чĕлхин нормисене пичет, радио, телевидени тата культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсем пулăшнипе анлăрах пропагандăламалла.
5. Республикăри чăвашла пичет кăларăмĕсен электронлă версийĕсене Интернет урлă сарассине йĕркелемелле.
6. Федераци шайĕнчи «Российская газета» хаçат тĕслĕхне шута илсе, халăхăн уйрăм сийĕсене чăвашла тухакан хаçатсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерме республика бюджетĕнче укçа уйăрмалла.
7. Чăваш кĕнекеçисен социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене тивĕçлĕ шайра татса памалла:
– кĕнеке хатĕрленĕшĕн тивĕçекен гонорар шайне ÿстермелле, ăна инфляципе шайлашуллă хăпартса пымалла;
– ал çыру хатĕрлесе çитерме тивĕçлĕ условисем туса памалла (ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин планне кĕнисене хатĕрлеме авторсене пултарулăх отпускĕсемпе тивĕçтермелле);
– авторсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе вĕсене ятарлă курссемпе семинарсене ярса вĕрентмелле;
– автора вĕрентÿçĕсемпе тĕл пулусем йĕркелемелле, хăйĕн кĕнекин концепцийĕпе, ĕç йĕркипе паллаштарма майсем туса памалла;
– кĕнекеçĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантармалли, хисеплĕ ят памалли майсене палăртмалла.
8. Чăваш классикĕсен (К. Иванов, Çеçпĕл М., П. Хусанкай т.ыт.) хайлавĕсене кашни 5 çулта 2000 экз. тиражран кая мар кăлармалла.
9. Халăх интересленекен, кăмăлласа вулакан çак кĕнекесене çывăх вăхăтрах вулакан патне çитермелле:
а) Ç. Элкер. Вутпа çулăм витĕр;
ă) Тихăн Петĕркки. Кушкă ачи;
б) В.К. Магницкий. Чувашские имена;
в) М.П. Петров-Тинехпи. Исследования по истории Чувашии и чувашского народа;
г) Д. Месарош. Памятники старой чувашской веры;
д) В. Тимаков. Сăмах илемне туйса;
е) пысăк калăпăшлă чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарьсем.

 

Поделиться:





Воспользуйтесь поиском по сайту:



©2015 - 2024 megalektsii.ru Все авторские права принадлежат авторам лекционных материалов. Обратная связь с нами...